Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
24 Июлӗн 2019, 16:25

ĂСЛĂЛĂХ ЭКСПЕДИЦИЙĔ – ПИШПŸЛЕКПЕ ФЕДОРОВКА ТĂРĂХĔНЧЕ

Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем Раççейри фундаменталлă тĕпчев фончĕн гранчĕпе усă курса Пишпÿлек тата Федоровка районĕсенчи чăваш ялĕсенче ăслăлăх экспедицийĕсенче пулчĕç.

Проект тăрăх Пушкăртстан чăвашĕсен туй йăли-йĕркин лексикипе юрри-такмакне пухса тĕпчев ĕçĕсем çырмалла. Çак тĕллевпе Л.А. Афанасьева доцент Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнче туй йăли-йĕркипе сăмахлăхне пухрĕ. Çак ялта паянхи кун авалхи туй элеменчĕсем хутран-ситрен сыхланса юлнă пулин те туя епле ирттерес йăла-йĕрке ватăсен асĕнче тарăнах упранса юлнă тесен те йăнăш пулмĕ. Александра Кудрякова, сакăр вун иккĕри ватă кинемей, хăй ĕмĕрĕнче сахал мар туя çÿренĕ. Çавна май вăл туй-çуй мешехипе юрри-такмакĕсене те аванах пĕлет. Шел пулин те, чылайăшĕ манăçа тухса пырать е çухалать. Апла пулин те Ситекре чăвашăн аваллăхран килекен ăс-хакăл тата ăс-пурлăх пуянлăхне упраса çамрăк ăрăва парса хăварас тесе тăрăшакансем те çук мар. Вĕсенчен пĕри – Иван Григорьев. Иван Кириллович тивĕçлĕ канăва тухсан Людмила Михайловна мăшăрĕпе ялта музей уçма шут тытнă. Ял халăхĕ çак ырă шухăша хапăлласах йышăннă. «Арча» ятлă музей часах кирлĕ экспонатсемпе пуянланнă. Кунта пулас тĕпчевçĕсемшĕн, студентсемпе шкул вĕренекенĕсемшĕн тăван чĕлхепе культурăна тишкерсе тĕпчемелли паха материал чылай иккен. Уйрăмах «Чăваш çурчĕн ăш-чикки» пÿлĕм пуян.

Авалхи тумсемпе тата мĕн ĕлĕкрен килекен йăла-йĕркесене упраса çамрăк ăру патне çитерес тĕлĕшпе Федоровка районĕнче пурăнакан чăвашсем те мухтанма пултараççĕ. 2019 çулхи июль уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева, Н.С. Карпова доцентсем Федоровка районĕнче туй йăли-йĕркипе сăмахлăхне Теней, Ашкатар, Урал, Кинчеккей ялĕсенче пухрĕç. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, 1987 çулхи июнь уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче ЧНТИ экспедици членĕсем Федоровка районĕнчи Урал ялĕнче чăвашсен чĕлхине, йăли-йĕркисене тĕпченĕ. 2015 çулта ППУĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсемпе студенчĕсем Ашкатар ялĕнчи вырăнти калаçупа йăла-йĕркесене пухнăччĕ. Федоровка районĕнчи туй мешехи Пушкăртстанри ытти районсенчи чăвашсен туйĕнчен чылай уйрăлса тăрать. Теней ялĕнчи 78 çулти Наталия Сементеева туй йĕркипе паллаштарнисĕр пуçне хăйĕн сăввисене те вуласа кăтартрĕ. Ашкатар ялĕнче ватăсене пĕр çĕре пухса экспедици членĕсене туй мешехипе паллаштарас тĕлĕшпе Зинаида Николаевна Семенова (Сурпан) нумай тăрăшрĕ. Ял çыннисем пире çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕç. Антонида Вальщиковăпа Наталия Караськина ватăсем пирĕнпе хаваспах калаçма кăмăл турĕç. Çавăн пекех пире Юлия Вальщикова магистранткăпа унăн 6-мĕш класра вĕренекен Натали ятлă йăмăкĕ пулăшса пычĕç. Тĕпчев ĕçĕ тăвакан ушкăн Ашкатарта ĕçленине илтсен Урал ялĕнчи ватăсем чăваш туйĕнче юрлакан юрăсене янратса килсе çитрĕç. Хăйсемпе авалхи чăваш хĕрарăмĕсен тумĕсемпе капăрĕсене илме те манман. Туй йăли-йĕркипе паллашнă май, туй арăмĕсен ташшине, юрри-такмакне экспедицие килнĕ преподавательсем çыртарса илчĕç. Чăн та, хушпу тăхăнса ташланă туй арăмĕсен юрри-сăвви такам кăмăлне те çĕклентерсе ярĕ.

Июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче экспедици ушкăнĕ Кинчеккей ялĕнче ĕçлерĕ. Кунта та аслисем туй йăли-йĕркине аса илсе тĕплĕнрех каласа пама тăрăшрĕç, çавăн пекех хĕр йĕррине, пуса каччисен юррисене шăрантарчĕç, виçĕ пар ташламалли ташша ташласа кăтартрĕç. Çак ĕçре пире Валентина Сергеевна Григорьева хушпу ăстипе Татьяна Моисеевна Никитина клуб пуçлăхĕ пулăшрĕç. Кашни ялти фольклор тĕслĕхĕсене тĕпчени тăван чĕлхе илемлĕхне, пуянлăхне ăнланса илме пулăшнине палăртмалла. Тĕпчемелли темĕн чухлех, ÿркенес кăна мар.

Тутар тата чăваш филологиц кафедрин преподавателĕсем Н.К. Сементеева, В.Н. Закузникова, Н.С. Караськина, А.М. Вальщикова, З.Н. Семенова, З.М. Рыбакова, В.С. Григорьева, Н.А. Ефремова, М.И. Максимова, З.Е. Никифорова, З.Ф. Никифорова, Е.О. Иванова, К.С. Савельева сумлă ватăсемпе чăваш хастарĕсене тĕпчев ĕçĕ тума пулăшнăшăн чунтан тав тăваççĕ.

Лира АФАНАСЬЕВА,

Лариса КОРОТАЕВА,

филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем.

Çтерлĕ хули.
Читайте нас: