Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
21 Августӑн 2019, 14:24

ÇĔНĔ ВĔРЕНŸ ÇУЛĔНЧЕ ШКУЛ АЧИСЕНЕ МĔН КĔТЕТ?

Халĕ инвестицисем çинчен нумай калаçаççĕ. Малашлăхпа çыхăннă тĕп инвестицисенчен пĕри – пĕлÿ. Вĕрентÿ тытăмĕ çывăх вăхăтра йĕрке тумалли тĕп сферăсенчен пĕри пулмалла. Шăпах çак ыйтусене сÿтсе явнă та ĕнтĕ кăçалхи август уйăхĕнчи педагогсен канашлăвĕнче.

Пилĕк кун вĕренесси

Тĕрлĕ реформăсемпе хушма ĕçсем шкул ачисен пушă вăхăтне пĕтĕмпех туртса илеççĕ. Хаваслă ачалăх валли вырăн та юлмасть. Çак сăлтавсене тĕпе хурса ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров кăçалхи çул пуçламăшĕнче шкулсене пилĕк кун вĕренмелли йĕркене куçма сĕнчĕ, общественность ун шухăшне ырласа йышăнчĕ. Шкулсен пĕр пайĕ çĕнĕ режима тăваттăмĕш чĕрĕкрен куçрĕ. Ыттисем - çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен.

- Хамăр тĕрĕс çулпа пынине çирĕп ĕненетĕп. Çакна мĕншĕн тунине те лайăх пĕлетпĕр: шкулсăр пуçне пирĕн ачасем спортпа та туслă пулмалла, кружоксене те çÿремелле, ашшĕ-амăшĕсемпе, юлташĕсемпе пĕрле пулмалла, пĕр кун вырăнне иккĕ çывăрмалла. Çителĕклĕ çывăрни сывлăхшăн, телейлĕ пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ регион пуçлăхĕ. - Пилĕк кунлă системăна куçни вĕрентекенсен ĕç укçине пырса тивмĕ. Вăл малтанхи шайрах тăрса юлĕ.

Полилингваллă шкулсем

Пушкăртстанра паянхи саманапа килĕшÿллĕн полилингваллă шкулсем уçăлĕç. Унта темиçе чĕлхепе – вырăсла, пушкăртла, тутарла, акăлчанла тата ыт.те вĕрентĕç. Сентябрь уйăхĕнче Ĕпхÿри 44№ тата 162№ шкулсенче пĕрремĕш полилингваллă шкулсем уçăлĕç. Республикăра ун йышши вун тăватă шкул пулĕ.

Юсав валли – миллиард

Пушкăртстанра шкулсене тĕпрен юсас ĕç пысăк хăвăртлăхпа аталанать. «Кăçал 111 объект юсанă. Ун валли 1 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă», - тенĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенче. Ку укçа-тенке шкул патне пыракан çулсене электричество çутипе тивĕçтерес, ял шкулĕсенче ăшă туалетсем лартас тĕлĕшпе усă курнă.

- Эпир ансат йышăну турăмăр: сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕр ăшă туалетсăр шкул та пулмĕ, - тенĕ Р.Хабиров.

2019 çулта пурĕ 6501 вырăнлăх 21 шкул хута ярĕç. Вĕсенчен 10-шĕ сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне уçăлĕç.

Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ вĕренÿ хăтлăхне йĕркеленĕ çĕре кайĕ. 12 коррекци шкулĕнче ĕç пÿлĕмĕсене, 44 ял шкулĕнче спорт залсене çĕнетнĕ, çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă.

Çитменлĕхсене тĕп тумалла

Радий Хабиров хушăвĕпе шкул ертÿçисем тĕрĕслекен «хĕрлĕ пит» ятлă хутсем илнĕ. Тĕрĕслекен енсен ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе сахал мар ыйту сиксе тухать çав. Август уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн пысăк çитменлĕхсем тупса палăртнă 10 муниципалитет ертÿçине кирлĕ çĕре чĕнтерсе ыйтусене сÿтсе явĕç. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкулсенче, шкул йĕри-тавра тирпей-илем кĕртмелле, çуран çÿрекен вырăнсемпе, çул-йĕр паллисемпе, светофорпа çыхăннă çитменлĕхсене пĕтермелле.

Шкул апатланăвĕнчи çĕнĕлĕхсем

- Шкул апатланăвĕ – эпир ĕçлекен тĕп ыйтусенчен пĕри. Апатлану – пирĕн ачасен сывлăхĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр ачасемшĕн шкулти вĕри апат – тутлă çимелли пĕртен-пĕр май, - тенĕ ПР пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров.

Халĕ 1-4 класс ачисен апатланăвне тÿлевсĕр тăвас ыйтăва пăхса тухаççĕ. Регионти Финанс министерстви шутланă тăрăх, çакăн валли 1,5 млрд укçа-тенкĕ кирлĕ. Унсăр пуçне пуриншĕн те пĕр пек меню йышăнма, апат-çимĕç хатĕрлекен вырăнсене тĕрĕслесе тăма палăртаççĕ.

Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: