Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
28 Октябрӗн 2019, 17:51

Пирĕн пурнăç çутçанталăкран килет

Ситекпуçĕнчи тĕп шкулта ачасен экологи воспитанине уйрăм тимлĕх уйăратпăр.

Пирĕн чĕресенче хамăр çуралнă кĕтесе юратнин пысăк та çепĕç туйăмĕ пур. Кашни вĕрентекеншĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн ачасене тăван кĕтесе юратма вĕрентсе ÿстересси тĕп задачăсенчен пĕри шутланать. Эпир куллен çутçанталăкпа куçа-куçăн пулатпăр. Çутçанталăка сыхласси тесе ытларах чухне юханшывсене, вăрмансене, чĕрчунсемпе ÿсентăрансене тимлĕ пулассине йышăнатпăр. Проблема вара чылай анлăрах. Эпир кĕнекесене, парттăсене, çăкăр татăкне, пăтана упранă май, вăрмансене, çĕр айĕнчи пурлăха упратпăр-çке.

Шкулта экологи воспитанийĕпе пысăк ĕç илсе пыратпăр. Кабинетсенче, пÿлĕмсенче чылай чечек ÿстеретпĕр, вĕсем хăтлăх параççĕ кăна мар, сывлăша та тасатаççĕ вĕт. Ачасем пĕчĕкренех вĕсене хăйсем пăхаççĕ, çĕнетсе тăраççĕ. Чи хăтлă кабинета палăртассипе конкурссем ирттеретпĕр. Йăлана кĕнĕ мероприятисен шутĕнче — «Кайăксем — пирĕн туссем», «Кĕркунне тата тухăç уявĕ», КВНсем, экологи темипе ÿкерчĕксен конкурсĕсем тата чылай ыттисем.

Шкулта экологи сукмакĕ йĕркеленĕ. Вăл ачасен творчество пултарулăхне уçса пама, ăс-тăна тата ÿт-пĕве аталантарма май парать. Кăçал экологи эрни иртрĕ, унта ачасем «Поле чудес», «Своя игра», КВН вăйăсене хутшăнчĕç. Ачасем ÿкернĕ видеоэкскурсисене пăхрĕç. Мария Ерастова хăйĕн тĕпчев ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Шкулта «Çамрăк эколог» пĕрлешÿ ĕçлет. Ачасем экологи субботникĕсене куллен хутшăнаççĕ.

Эльвира ЕФИМОВА,

Ситекпуçĕнчи тĕп шкулти биологи вĕрентекенĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ авторăн.
Читайте нас: