Мероприятинче ку чухнехи вĕрентĕвĕн тĕп çул-йĕрĕсене, çĕнĕ технологисемпе вĕрентÿ хатĕрĕсене, кадрсене хатĕрлемелли система çинчен, хушма тата бизнес-вĕрентÿ майĕсем çинчен информаци тăратаççĕ. Мастер-классем, лекцисем, семинарсем, наукăпа практика конференцийĕсем тата чылай ытти пулать. Студентсем, абитуриентсем, шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕ, педагогсем хутшăнма пултараççĕ.