Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
19 Ноябрӗн 2019, 16:33

Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хушшинчи конфликтсем пирки калаçнă

Паян «Башинформ» ИА конференц-залĕнче «Конфликты в школе: ученик vs учитель» темăпа çавра сĕтел иртнĕ, ăна «Общественная электрогазета» ирттернĕ.

Власть представителĕсем, общество деятелĕсем, блогерсемпе журналистсем вĕрентекенсемпе шкул ачисем хушшинче мĕншĕн конфликтсем пулнине тата вĕсене мĕнле сирсе ямаллине сÿтсе явнă.

Кĕрхи каникул умĕн Уфари шкулсенчен пĕринче хирĕçÿ тухнă. Учительница тĕрĕслев ĕçне начар тунисене класра пуçтарма хăварнă. Ачасенчен пĕри çакăнпа килĕшмен, лайăх паллăсемпе вĕренекенсем класра пуçтарма юлманни тĕрĕс мар тесе каланă. Сăмах хыççăн сăмах, юлашкинчен учительница ачасем умĕнче çав ачана кÿренÿллĕ сăмахсем каласа ятласа пĕтернĕ. Çак хирĕçтăру маларах пуçланни паллă пулнă, ача çемьери лару-тăрăва пула темиçе урока сиктернĕ пулнă.

Çул çитмен ача вĕрентекен каланишĕн кÿренсе, Республика Пуçлăхне Радий Хабирова унăн чысне хÿтĕлеме ыйтса çырса янă.

Пушкăртстанри ачасем прависем тĕлĕшпе уполномоченнăйĕ Милана Скоробогатова çак ĕç çинчен информацие Фейсбукра вырнаçтарнă. Вăл конфликта татса пама шкула кайни çинчен пĕлтернĕ.

«Общественная Электрогазета» материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ санÿкерчĕк.
Читайте нас: