Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
2 Декабрӗн 2019, 18:51

Пĕлÿ пахалăхĕ — ăнăçу никĕсĕ

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта районти шкул директорĕсен çумĕсем тата библиотекарьсем семинар ирттернĕ, унта вĕрентÿ пахалăхне пăхса тухнă.

Денис Владимирович Миронов урок илсе пырать
Денис Владимирович Миронов урок илсе пырать
Хальхи вăхăтра вĕрентÿ пахалăхне, чи малтан, ачасем шкулта илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курма пĕлнипе тата конкретлă проблемăсене татса пама пултарнипе хаклаççĕ. З.Н. Федорова, Л.В. Кондратьева, Т.В. Кунцевич, Т.В. Сергеева, Д.Р. Нугуманова, Г.Ш. Галиуллина, З.Г. Иванова хăйсен опычĕпе, методика мелĕсемпе, вĕрентÿ технологийĕсемпе паллаштарнă. Педагог-библиотекарь О.Н. Макеева библиотека урокне сăмах культурине, литература сăмахçаврăнăшĕсене ăнланассине, Пушкăртстанăн халăх по-эчĕн Мустай Каримăн творчествине чысларĕ.

Информатика учителĕ Д.В. Миронов компьютер технологи-семпе усă курса илнĕ пĕлĕве пĕтĕмлетмелли опытпа паллаштарчĕ. Ачасем ноутбуксемпе ĕçлемелли мелсене кăтартрĕç. С.С. Аглетдинова учитель-логопед сывлăх кăлтăкĕсемлĕ ачасене вĕрентмелли цифрлă платформăпа паллаштарчĕ.

Технологи вĕрентекенĕ О.Ю. Андреева педагогсене ал ĕç пултарулăхĕн тĕнчине чĕнчĕ. О.К. Кудряшова педагог-психолог вĕрентекенсене професси тĕлĕшĕнчен вăй илмелли психологи мелĕсемпе паллаштарчĕ.

Семинарта Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕ «Театр тапочек» проект тăратнă. Вăл библиотекарьсене интереслентерчĕ. О.О. Идрисова директор ертсе пынипе шкул ачасене шкулта илнĕ пĕлÿпе пурнăçра хастар усă курма вĕрентет.

Елена СЕРЕГИНА,

Вĕрентÿ пайĕн методисчĕ.

Сăнÿкерчĕке: Елена СЕРЕГИНА.
Читайте нас: