Ҫапла пӗтӗмлетÿ тума пулать ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова пӗлтернӗ цифрӑсене курсан.
Ют чӗлхепе пурин те экзамен тытмалли сӗнӗве «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин хастарӗсем тишкернӗ. Вӗсем тата экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ют чӗлхепе пур ачан та экзамен тытмалли йӗрке ҫине куҫма вӗренӳ тытӑмӗ хатӗр мар. Çакăн сăлтавĕсенчен пĕри — шкулсенче ют чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫитменни. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗ Алена Аршинова шкулсен 60 проценчӗ ялта вырнаҫнӑ, апла пулсан унтисене ют чӗлхе пит кирлех те мар тесе те шухӑшлать.
Алевтина Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри шкулсенче тӑххӑрмӗш класс пӗтерекенсенчен 6 проценчӗ ҫеҫ ют чӗлхепе экзамен тытать, вунпӗр класс пӗтерекенсенчен — вунна яхӑн проценчӗ.