Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
10 Кӑрлач 2020, 16:18

«Земский учитель» программăна хутшăнма суйлав конкурсне заявкăсем йышăнма пуçланă

Январĕн 10-мĕшĕнчен «Земский учитель» программăна хутшăнма суйлав конкурсне заявкăсем йышăнма пуçланă. Заявкăсене федераллĕ программăн официаллă сайтĕнче хăварма пулать.

Заявкăсене 2020 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ, пĕлтерет ПР Вĕрентÿ министерствин пресс-служби.
Хушма ыйтусемпе çак телефонпа шăнкăравламалла: 8 987 58 45 776.
Аса илтеретпĕр, 2019 çулхи февральте РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераллĕ Пухăва янă çырура «Земский доктор» программăна ăшанă ялсене тата пĕчĕк хуласене ĕçлеме килекен педагогсем валли хушма программа пуçарса яма сĕннĕ.
«Земский учитель» программа йеркипе Федераллĕ тÿлеве 55 çула çитичченхи вĕрентекенсем илме пултараççĕ. Программа ача сачĕн воспитателĕсене тата ытти педагогика ĕçченĕсене тивмест.
Учительсĕр пуçне асăннă списока воспитатель, ĕç инструкторĕ, физкультура инструкторĕ, концертмейстер, логопед, методист, музыка ертÿçи, хушма пĕлу педагогĕ, педагог-библиотекарь, педагог-психолог, социаллă педагог, тренер-преподаватель кĕме пултараççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: