Вĕсене кашни вĕрену çулĕн итогĕсем тăрăх республикăри хуласенчи 10 тата ялсенчи 10 чи лайăх вĕренту учрежденисене параççĕ. Грантсем пирки Указа Радий Хабиров алă пуснă.
Документра конкурс суйлавĕн положенине те çирĕплетнĕ. Тĕпрен илсен, унта шкул паракан вĕренту çăмăллахĕн эффективлăхне хак парса палăртмалли критерисене çырса кăтартнă.
Республика правительствине грант памалли йĕркене ĕçлесе хатĕрлеме хушнă.