Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
20 Кӑрлач 2020, 18:44

Пулас шкул ачисем валли

Ача сачĕпе Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул хушшинчи туслă çыхăну йĕркипе йăлана кĕнĕ экскурси иртрĕ.

Пире шкул директорĕн кĕçĕн классем тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Надежда Александровна Чернова хапăл кĕтсе илчĕ. Ачасене шкул класне кăтартрĕç, унта вĕсем чăн-чăн шкул ачисем пек парта хушшинче ларчĕç, вĕрентекенĕн ыйтăвĕсене хуравларĕç. Унтан ачасене çĕвĕ класĕпе паллаштарчĕç.
Технологи кабинетĕнче пулни ачасене уйрăмах килĕшрĕ. Арçын ачасем технологи вĕрентекенне Владислав Иосифович Петрова ыйтусем нумай пачĕç.
Экскурси питĕ килĕшрĕ. Ачасен кунта тепре килсе курма кăмăл çуралчĕ. Вăтам шкул коллективне усăллă та интереслĕ экскурсишĕн чĕререн тав тăватпăр.
Ирина ГОРЯИНОВА,
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн воспитателĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ирина ГОРЯИНОВА.
Читайте нас: