Программа тулăх пулмалла. Январĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен педагогсем Пишпÿлекри шкулсенче тата ача сачĕсенче уçă уроксемпе занятисем кăтартмалла, «Эпĕ — вĕрентекен!» эссере шухăшсене ăста кăтартса памалла, мастер-классенче ыттисене опытпа паллаштармалла, хăйсен выступленисене тишкĕрмелле, методика перлешĕвенче сăмах каламалла, интернет-ресурс транляцилемелле.
Вĕрентекенсене ăнăçу сунатпăр, чи ăсти, чи ăсли, чи вăйли çĕнтертĕрех!