Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
24 Кӑрлач 2020, 15:17

#ДОМА студентсен форумĕ

2020 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Уфара республика тулашĕнче вĕренекен студентсем валли #ДОМА студентсен форумĕ пуçласа иртĕ.

Форумăн тĕллевĕ — Пушкăртстан тулашĕнче вĕренекен студентсемпе çыхăну тытасси, вĕсене республикăн тĕп предприятийĕсенче ĕç тупма май пурри çинчен пĕлтересси, çамрăк специалистсене тата вузра вĕренсе тухнă çамрăксене епле пулăшу пама май пуррипе паллаштарасси.
Форум тĕрлĕ хуласенчи студентсен представителĕсемпе — фоум участникĕсемпе— туслă çыхăну тытма тата республика тулашĕнче вĕренекен студентсен наукăпа тĕпчев, творчество потенциалне тупса палăртма пулăшĕ. Форум площадкисенче ĕçлени çамрăксене малалла аталанма май паракан проект концепцийесене ĕçлесе хатĕрлеме çĕне çулсем уçĕ.
Студентсене тулăхлă интерактивлă программа кĕтет.
«Торатау» Конгресс-холлта регионти ĕç тăвакан власть органĕсен ертÿçисем, пысăк предприятисем, организацисем, регионти вузсен тата бизнес-структурăсен представителĕсем студентсене социаллă проектсем, вакансисем тата пĕтĕмĕшле илсен Пушкăртстан аталанăвĕн перспективисем çинчен каласа парĕç.
Пушкăртстан Республикин тулашĕнче вĕренекен студентсене студентсен форумĕн ĕçне хутшăнма чĕнетпĕр. Форума хутшăнма регистраци иртмелле по ссылке.
Форума ПР вузĕсенче вĕренекен вĕренÿре, наукăра, спортра тата обществăлла ĕçре çитĕнÿсем тунă студентсене те чĕнĕç.
Пушкăртстан регионти шкулсене пĕтернĕ тата Раççей Федерацин урăх регионĕсенче вĕренекен студент-ентешсене манмасть.
ПР Вĕренÿ тата наука министрестви.
Читайте нас: