Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Нарӑсӑн 2020, 15:40

Ăсталăх, эрудици, талант ăмăртăвĕ

«Учитель года» тата «Педагог года дошкольного образования» конкурсăн район тапхăрĕ вĕçленнĕ

Кăçал 12 вĕрентекен тата çичĕ воспитатель конкурса хутшăннă. Çĕнтерçесене Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн актовăй залĕнче чысларĕç.
Конкурсăн хĕвĕшÿллĕ та пăшăрхануллă кунĕсем калейдоскоп пек ылмашăнчĕç. Конкурсантсем уçа уроксем пачĕç, мастер-классем ирттерчĕç, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусем тата кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Артур Зарипов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Вячеслав Иванов, вĕрентÿ ĕçченĕсен районти профсоюзĕн председателĕ Роман Тиманкин саламларĕç, çĕнсе илнипе лăпланса лармасса, малалла та ăсталăха ÿстерме сунчĕç.
«Учитель года» конкурсăн çĕнтерÿçин дипломне Йăлпăлактамакри вăтам шкулти математикăпа информатика, физика вĕрентекене Гульнара Хабирова тивĕç пулчĕ. «Молодой учитель года» диплома Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти Наталья Алексеева илчĕ. «Педагог дошкольной образовательной организации» диплома Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн воспитателĕ Рузана Хайретдинова тивĕçрĕ. Вĕсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеççĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: