Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
14 Нарӑсӑн 2020, 12:41

Ачасене пĕлỹ пама наци проекчĕ пулăшать

#нацпроектыБашкортостан"Ку чухнехи шкул" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн тĕп тата хушма пĕлỹ памалли программăна пурнăçа кĕртсе республикăри вĕрентỹ учрежденийĕсенче 2019 çулта цифрăллă тата гуманитари профильлĕ "Точка роста" центрсем 133 уçнă.Пирĕн районта çак савăнăç Пишпỹлекри иккĕмĕш тата Аитри Ф. Карим ячĕллĕ вăтам шкулсене çитнĕ.

Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех пỹлĕмсене хатĕрлеме, сĕтел-пуканне, оборудованисене туянма 1,6 миллион тенкĕ укçа тăкакланă. Центрсенче технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсене вĕрентме DJI Mavi, Ryze Tello квадрокоптерсем, ноутбуксем, 3Д принтер, интерактивлă комплекс, манекенсем, фотоаппаратсем, шахматла выляма вĕренмелли комплектсем тата ыттисем те пур. Вĕсенче ачасене пĕлỹ пама педагогсем квалификацине ỹстермелли курссенче пулнă.
Ялти шкулсенче вĕренекенсем те ку чухнехи паха пĕлĕве илме пултарни чăннипех те савăнтарать.
"Точка роста" вĕрентỹ центрĕнче февралĕн пуçламăшĕнче Пишпỹлекри иккĕмĕш тата Аитри Ф. Карим ячĕллĕ вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче шахмат турнирĕ иртнĕ.
Читайте нас: