Пĕрремĕшĕ — пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассин шайĕпе Раççей Федерацине малтанхи 10 çĕршывсен шутне кĕртесси. Иккĕмĕшĕ — килĕшÿллĕ аталаннă, социаллă яваплă çынна Раççей Федерацинче пурăнакан халăхсен ăс-тăн хаклăхне тĕпе хурса воспитани парса ÿстересси. Наци проектне тăватă тĕп çул-йĕрпе пурнăçа кĕртеççĕ.
Çул-йĕрсенчен пĕри — регионти «Цифровая образовательная среда». Унпа килĕшÿллĕн Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта тĕллевлĕ цифрлă вĕрентÿ тавралăхĕн модельне пурнăçа кĕртеççĕ. Учрежденин пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетеççĕ. Федераллĕ бюджетран 2 млн.100 пин тенкĕ уйăрнă. Шкулта ачасем валли 30 ноутбук, преподавательсемпе администраци ĕçченĕсем валли 9 ноутбук, нумай функциллĕ икĕ устройство (принтер, сканер, ксерокс), интерактивлă икĕ платформа туяннă.
Пĕлтĕр Каныкайпа Михайловкăри вăтам шкулсене, Йăлпăлакри тата Дюсянри пуçламăш шкулсене пысăк хăвăртлăхлă Интернет кĕртнĕ. Кăçал тата районти 15 шкулта Интернет кĕртме планлаççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.