Ведомствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çакнашкал решени йышăнман. Министерствăра официаллă информаци çăлкуçĕсемпе кăна усă курма сĕннĕ. Вĕрентÿ ыйтăвĕсемпе çыхăннисем пурте Министерствăн сайтĕнче — edu.gov.ru. Сайтăн тĕп страницинче куллен çĕнелсе тăракан пай пур, унта регионра йĕркеленнĕ эпидемиологи лару-тăрăвне пула йĕркеленнĕ вĕрентÿ ĕç-хĕлне пурнăçламалли ыйтусене тĕрĕс çутатса параççĕ.