Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Апрелӗн 2020, 18:35

Радий Хабиров: «Лару-тăруран тухмалли стандартлă мар решенисем шырăр, унсăрăн ачан вĕренес кăмăлне пĕтеретĕр»

Республикăри шкулсем коронавирус пандемине пула паян, апрелĕн 6-мĕшĕнче, дистанцилле вĕрентĕве куçнă. Унашкал вĕренĕвĕн пĕрремĕш кунĕнчех система нагрузкăна çĕнтереймен: 450 пин ытла ача пĕр вахăтрах Интернета тухнă-çке.

Республикăри Вĕрентÿ министерстви дистанци вĕрентĕвĕн виçĕ вариантне хатĕрленĕ. Онлайн-вĕрентĕвĕн системи нагрузкăна тест ирттернĕ вăхăтрах техника енчен пысăк пăтăрмахсем пулнине кăтартса панă.
«150 пин ача, 9 пине яхăн вĕрентекен, 14 муниципалитет 12 сехетрен 13 сехетчен системăна нагрузка панă. Раççей цифра платформисем мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ. Чи анлă сарăлнă Раççейри чылай шкул «ларакан» портал «Российская Электронная школа» тест ирттернĕ вăхăтрах «чарăнса ларчĕ», специалистсем калана пек «лёг», — тенĕ ПР вĕрентÿпе наука министрĕ Айбулат Хажин. — Ытти регионсенче те çакнашкал проблема. Эпир ĕçлекен Учи.ру, ЯКласс, Яндекс.Учебник — ĕçлеççĕ».
Пĕрремĕш онлайн-вĕренÿ кунĕ ачасемпе ашшĕ-амăшне нумай тарăхтарнă. Альшей районĕнче ZOOM онлайн видеосвязь системине кĕреймен. «Пĕрремĕш урокранах сасси пĕтсе ларчĕ, унтан видео та пулмарĕ, учитель çыхăнăва тухаймарĕ, унтан пачах та Интернет çухалчĕ, — çырать пĕрремĕш класра вĕренекен ачан амăшĕ. — Ачасем пăлханса ÿкрĕç, çухалса кайрĕç, макăрса пĕтрĕç, тесе çыраççĕ ашшĕ-амăшĕсем».
«Эппин, иккĕмĕш вариант (электрон журналĕ, электрон почти е мессенждер) çине куçмалла, — тесе канаш панă Айбулат Хажин.
Паян иртен шкулсем усă куракан мĕнпур электрон журналсем те «выртнă». АИС (автоматизированная информационная система «Образование», или электронный журнал школьника) чăхăмланă.
Айбулат Хажин каланă тăрăх, видеоконференци режимне тытакан системăсем (Hangouts, ZOOM, Skype) ĕçлеççĕ. YouTube лайăх ĕçленĕ, унпа учительсем хăйсен урокĕсене трансляциленĕ.
«Тепĕр 2— 3 кун çапла маташсан, ача информацие йĕркеллĕ илмесен, эрне вĕçне унăн вĕренме пачах та кăмăлĕ юлмасть, — хуравланă Радий Хабиров. «Слушайте, дяди, тёти, дайте мне нормальные задания хоть на бумажке, хоть через WhatsApp, а не эту дёрганую систему» тесе калĕç ачасем. Çакă пирĕн командăшăн кăткăс задача, эпир чрезвычайлă условисенче ĕçлетпĕр. Çавăнпа та лару-тăруран тухмалли стандартлă мар решенисем шырăр, унсăрăн ачан вĕренес кăмăлне пĕтеретĕр».
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: