Апрелӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа Раççей Федерацийӗн кашни регионӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем вăхăтлăха дистанциллӗ майпа вӗрентесси çине куçрӗç. Çак хушăра онлайн-вӗрентӳ валли харăсах темиçе платформа ӗçлесе кайрӗ: учи.ру, zoom, рэш (Раççейӗн электронлă шкулӗ) ятарлă вӗрентӳ площадкисемсӗр пуçне мессенджерсем те хута кайрӗç. Пӗр сăмахпа, кама мӗнле меллӗрех, çавăнпа усă курма пултарать. Пӗтӗм çӗршыври вӗрентӳ учрежденийӗсем харăсах онлайн-вӗрентӳ çине куçнипе трафик ӳссе кайни интернет çыхăнăвӗн хăвăртлăхне палăрмаллах чакарчӗ. Вӗрентӳ платформипе усă курнă чух çыхăну татăлнипе ачасем программăран тухса ӳкеççӗ. Е сасси, е видеоçыхăну курăнмасть. Ачисемпе килте ларакан ашшӗ-амăшӗн те вӗрентӳ процесне хӗрӳ хутшăнма тиврӗ. Те чăтăмлăхӗ пӗтсе çитнипе вӗсенчен критика килме пуçларӗ.
Пысăк хуласенче те йывăрлăхсем пур та, ялсенчи шкулсенче лару-тăру мӗнле-ши? Тутарстанри пĕр ялĕнчи шкул директорӗ пӗлтернӗ тăрăх, онлайн-вӗрентӳ йӗркеллех пырать. Ялти шкул ачисем çӳлерех асăннă мӗнпур платформăпа усă кураççӗ. Директор сăмахӗсемпе, вӗренекенсен 80 проценчӗ проводной интернетпа усă курать, тепӗр 20 проценчӗ – мобильлӗ çыхăнупа. Хăш-пӗри кăна ашшӗ-амăшӗн смартфонӗпе усă курать. Опекăри çемье те пур ялта. Кукамăшӗ икӗ мăнукне пӗччен ӳстерет. Паллă ӗнтӗ, ват çын информацилле технологисене ăнланса пӗтереймест. Юрать, ачасен аппăшӗ яла килнӗ, вӗренме вăл пулăшать.
– Кӗçӗн класра вӗренекенсем учи.ру платформăна кăмăллаççӗ. Унпа меллӗ тесе пӗлтереççӗ. Раççейӗн электронлă шкулӗпе усă куракансем унта видеоуроксем пăхаççӗ те, кайран панă хушусене пурнăçласа вӗрентекенӗсене ярса параççӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пӗр-пӗрин хушшинче Ватсаппа çыхăнаççӗ. Киле ӗçсен скриншочӗсене те çавăнта вырнаçтараççӗ. Учительсем видеоурок ссылкисене çак мессенджера лартаççӗ. Ман шутпа zoom – чи ăнăçлă платформа. Вăл уроксене конференци майӗпе ирттерме пулăшать. Учительсем хамăр хушăра та çак платформăпа усă куратпăр, – çӗнӗлле ӗçленипе паллаштарать вĕрентекен.
Вӗрентекенсен те, районти шкул директорӗсен те хăйсен ушкăнӗсем пур. Вӗрентӳ уйрăмӗпе ларусем ВКС майӗпе иртеççӗ.
Шкул директорӗн сăмахӗсемпе, дистанциллӗ майпа вӗрентни хăнăхман ӗç, çавăнпа йывăртарах. Мӗн тесен те вӗрентӳ ӗçӗнче чӗрӗ хутшăну кирлӗ. Ачасен пӗр-пӗринпе хутшăнмаллах. Класра ларса вӗренни, кунсерен шкула çӳрени дисциплинăна йӗркене кӗртнисӗр пуçне воспитанин нумай задачине пурнăçлать. Шкул вăл нумай енлӗ, кăткăс организм.
Директор каланă тăрăх, вӗрентекенсем пурте ӗçлеççӗ. Хăш чух кун компьютер умӗнчех иртсе каять. Нагрузка пысăк, кашни класс ӗçне контрольте тытмалла, хушусене ярса памалла, кайран киле панă ӗçсене тӗрӗслемелле, ытти хут ӗçӗсене те никам та пăрахăçламан. Вӗрентекенсем кашни кун пӗтӗмлетӳсем туса завуча ярса параççӗ.
– Ку вăхăтлăх япала, çакна ăнланса йышăнмалла пурин те, кăшт кăна чăтмалла. Кайран каллех йăлт хăй вырăнне ларӗ. Чи кирли сывлăх, хамăра та, тăвансемпе çывăх çынсене те упрамалла. Çак çăмăл мар лару-тăрура пирӗн пӗр шухăшлă пулса çăмăлттайланмалла мар. Ку вăхăта çухатусемсӗр чăтса ирттересси пиртен пуринчен те килет, – тет вăтам шкул директорӗ.