Кăçал 4-8 тата 10-11 классенче вĕренекен 6 млн шкул ачи ВПР памалла пулнă. 10-11 классенче вĕренекенсемшĕн тĕрĕслев ĕçĕсем мартра, эпидемиологи лару-тăрăвĕ шкулсене дистанци режимне куçариччен иртнĕ.
4-8 классенче вĕренекенсемшĕн вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен ВПР ирттермеççĕ. Кĕркунне, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче, пĕтĕм Раççей тĕрĕслев ĕçĕсене 5-9 классене куçнă шкул ачисем çырĕç.
Шкул ачи тепĕр класа куçасси тĕрĕслев ĕçĕ çырнипе çырманнинчен килмест. Тĕрĕслев ĕçĕсем, чи малтан, шкулсене, вĕрентекенсене тата шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсене вĕренекенсен тата мĕнле предметсемпе хушма ĕçлемеллине кăтартса параççĕ. Çавăнпа та çак мониторинг кĕркунне те актуаллă пулать.