Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
13 Августӑн 2021, 14:21

«Улыбка» ача садне çÿрекенсем музейре пулнă

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн воспитанникĕсем тӑван ен историйӗпе район музейӗн стенисенче паллашнӑ. Ачасем пирӗн тӑрӑхри историпе, музей куравӗсемпе паллашрӗҫ.  

Музей— астăвăм управҫи. Ӗлӗк-авалтанпа музей информаци илмелли хатӗрсенчен пӗри шутланать. Шкул çулне çитмен ачасем япаласен тӗнчипе ҫӗннине хăйсен куçĕпе курса, тытса пăхса пĕлме кăмăллаççĕ. Кирек мӗнле ачана та пӗлӳпе киленӳ чăн-чăн, конкретлӑ объектсене пӑхса тухни кӑсӑклантарать. Музейсенче ачасем вӑхӑт улшăнăвĕн ҫулне тупма вӗренеҫҫӗ, музей предмечӗсем мӗн иккенне, культурӑпа ҫутҫанталӑк палӑкӗсене мӗншӗн упрамаллине, общество тытӑмне иртнипе чӑн-чӑн йӗркелӗхе танлаштарма, пурлӑха хисеплеме вӗренеҫҫӗ.

Тем тесен те шăпăрлансемшĕн музейри экскурси — çĕнĕ тĕнче уçмалли алăк.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн социаллă сетьри страницинчен.

«Улыбка» ача садне çÿрекенсем музейре пулнă
«Улыбка» ача садне çÿрекенсем музейре пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: