

Августӑн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери «Кӗнеке алӑ тупанӗ ҫинче-2021» акци иртет, ăна Самара Ача-пӑча библиотекисен централизациленӗ системи йӗркеленӗ.
Акци тӗллевӗ — шкулчченхи ҫула ҫитмен ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене хальхи ача-пӑча литературине вулама явӑҫтарасси. Тӗп район библиотекин ӗҫченӗсем Пишпÿлекри «Журавушка» ача садне ҫитсе курчӗҫ. Саспа вулама Ольга Колпакован, Кристина Стрельниковапа Валентина Осееван сӑввисемпе юмахӗсене суйласа илнӗ. Ҫавӑн пекех ачасем чăваш писателĕн Надежда Медюкован «Ырӑ сӑмах» юмахне кӑсӑкланса итлерӗҫ. Вуланă хыççан библиотекарь мӗн вулани ҫинчен панă ыйтусене хаваспах хуравларĕç.
Пишпÿлекри «Улыбка» ача садĕнче те ачасем библиотекарьпе тĕл пулчĕç. Интереслĕ кĕнекесем вуларĕç.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тĕп район библиотекин ВКонтакте страницинчен.