Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗ хальхи технологи конструкторӗсемпе усӑ курса ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле реализациленӗ проекта пӗтӗмлетнине тăратнă.
— Курава Наукӑпа технологисен çулталӑкне халалланӑ. «Умка» ача садӗнче 164 воспитанник, икӗ ушкӑн пĕчĕккисем, шкул ҫулне ҫитмен пилӗк ушкӑн ҫитӗнет. 18 педагог вӑй хурать, вӗсенчен 11 воспитатель тата ҫичӗ специалист.
Кӑҫал эпир «Роботсем пире пулӑшакансем» педагогика проектне хута ятӑмӑр. Ҫавӑн пекех эпир хальхи технологисемпе паллаштартӑмӑр: мегокейссем, ӑслӑ фишкăсем, электронлӑ пособисем. Пирӗн районти пӗр садра та, пирӗннисӗр пуҫне, унашкал хушма пӗлӳ ӗҫлемест — компьютер класӗ, унта 11 ача-пăча ноутбукĕ тата интерактивлă хӑма пур, — каласа пачĕ «Умка» ача садӗнчи аслӑ воспитатель Лариса Емельянова.
Карина ПАВЛОВА.
Санÿкерчĕкĕсем: Карина ПАВЛОВА.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.