Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
25 Августӑн 2021, 16:23

Выставкăра ача садĕнчи банкомат тăратнă

Пишпÿлекри Культура керменӗн лаптӑкӗнче Пишпÿлекри «Дюймовочка», «Умка», «Журавушка», «Улыбка» ача сачĕсен коллективĕсем чаплă куравсем тăратнă.

Выставкăра ача садĕнчи банкомат тăратнă
Выставкăра ача садĕнчи банкомат тăратнă

Пишпÿлекри Культура керменӗн лаптӑкӗнче Пишпÿлекри «Дюймовочка», «Умка», «Журавушка», «Улыбка» ача сачĕсен коллективĕсем чаплă куравсем тăратнă, унта пултарулӑха, хӑйсем ӑсталанӑ илемлӗ чечексем кӑтартрӗҫ, кашни курава хӑйне евӗрлӗ тематикăна пăхăнса хатӗрленӗ.

— Пирӗн выставкӑна лепбуксем ҫинче кӑтартнӑ. Пӗринче вырӑс юмахӗсем, иккӗмӗшӗнче математика тата наципе патриот теми. Ҫӗнӗлӗхрен — банкомат. Кӑҫал эпир 5-7 ҫулхи ачасемшӗн пуҫласа финанс пĕлĕвĕпе кружок ӗҫне йӗркелесшӗн. Укҫа мӗн иккенне, укҫа мӗнле ӗҫлесе илессине, ҫемьере епле перекетлемеллине пӗлччӗр тетпĕр, — «Дюймовочка» ача сачӗн заведующийӗ Ляйсан Латыпова куравпа паллаштарать.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Карина ПАВЛОВА, Владимир СМОЛОВ.

Выставкăра ача садĕнчи банкомат тăратнă
Выставкăра ача садĕнчи банкомат тăратнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: