Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
26 Августӑн 2021, 10:16

Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул: пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп, вĕренмелле кăна

Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул хальхи оборудованипе, федерацин «Кашни ачан ăнăçăвӗ» проект шайӗнче уйӑрнӑ приборсемпе туса хатӗрленӗ ӗҫсене куравра тăратнă.  

— Пирӗн шкулта мӗн пулса иртни пурте федерацин «Кашни ачан ăнăçăвӗ" программипе пырать, унпа шкулти тĕрлĕ ҫулне-йӗрне тивет. Эпир — ватӑ ӑру учителӗсем, мӗн пулса иртнине пĕтĕмпех ăнланса та çитейместпĕр. Вӗренӳ тытӑмӗ, пӗтӗм патшалӑх кашни вӗренекене, унӑн аталанӑвне тимлени питӗ улшӑннӑ. Психолог пулнӑ май, ачана аталантарма пурте пур тесе калама пултаратӑп, анчах моттиваци начартарах. Ҫак минус яланах пулнӑ, ачасене халӗ тӗлӗнтерме йывăртарах. Куравра кружок пӗрлешӗвӗсен ӗҫӗсене тӑратнӑ. Ҫавӑн пекех ИЗО кабинечӗн муляжĕсем, технологи вĕрентекенĕн алĕç ĕçĕсем пур. «Кашни ачан ăнăçлăхĕ» программӑпа пире 10 мӑшӑр йӗлтӗр уйӑрса пачӗҫ, ӳкерӳ ӗҫӗнче ачасем хӑйсем тӗллӗн ĕçлеççĕ. Пирӗн шкулта пурлăхпа техника бази ҫителӗклӗ тесе шутлатӑп, ачасен, вӗрентекенсен тата ашшӗ-амӑшӗн çĕнĕ пĕлÿ илес ӗмӗчӗ кӑна пултăр, — каласа пачĕ Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул педагог-психологӗ Лариса Валиуллина куравпа паллаштарса.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул: пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп, вĕренмелле кăна
Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул: пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп, вĕренмелле кăна
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: