Президент педагогсен ӗҫ укҫин тытӑмне лайӑхлатма кирлине пӗлтерчӗ.
Патшалӑх Канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче сăмах каланӑ май Владимир Путин «правительствӑри хӑш-пӗр ӗҫтешсене, сире хӑратас мар» тесе вак-тӗвеке кӗрсе ӳкмерӗ, анчах ку енӗпе плансем пуррине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫейри шкулсенче вӗренӳ пахалӑхӗн пĕрпекмарлăх шайӗ ытлашши ҫӳллӗ шайра юлнине асӑрханӑ. Ларура ППЭ парассине те, виҫҫӗмӗш сменӑна пӗтерессине те, преподавательсен ӗҫ контексчӗпе «пулӑшу ӗҫӗсем» сăмаха пăрахăçлассине те сӳтсе явнӑ. Ҫак кун умӗн Президент общественность представителӗсемпе тĕлпулу ирттерчĕ, унта Раҫҫей ялавне ҫӗклес тата ачасем валли психологи пулӑшӑвне лайӑхлатас йӑлана кӗртме ыйтнă.
Çӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен пӗр эрне маларах Владимир Путин ҫӗршывра вӗренӳ тытӑмне аталантарас енӗпе икӗ мероприяти ирттернӗ. Чи малтан Президент общественность представителӗсемпе тӗл пулчӗ: шкулсемпе вузсен вӗрентекенĕсем, шкул пӗтерекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче чылай пуçарупа тухнă.
Сӑмахран, патшалӑх пуҫлӑхӗ 2023 çулта Педагог çулталăкне пӗлтерме сӗнӗве ырланӑ, мӗншӗн тесен ҫак вӑхӑтра шӑпах вырӑссен паллӑ педагогӗ Константин Ушинский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине палӑртмалла. Ҫавӑн пекех Владимир Путин шкулсенче Раҫҫей ялавне ҫӗклес йӑлана лайӑх хакларӗ. Президент педагогсен ӗҫ укҫин тытӑмне лайӑхлатма кирлине те пӗлтерчӗ. Кун пек чухне, ун сӑмахӗпе, патшалӑх бюджет майӗсене шута илмелле.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: кремлин.ру