+7 °С
Уҫҫӑнах
Хушăлкара Айгиз Баймухаметовăн хайлавӗпе 10-мӗш класра вĕренекенсемпе вулакансен конференцине ирттернĕ.
Автобиографи повеҫӗн "Не оставляй, мама!" тӗп геройӗ чĕрене хускатать — тӑлӑх-турат Ильяс, ашшӗ-амӑшне çухатни уншӑн ҫӗнӗ тӗрӗслев пулса тӑнӑ. Вӑл "йывӑр" ачасен ушкăнне лекнӗ. Ăна чи кирли — юрату, ҫывӑх ҫынсем хӗрхенни ҫитмест. Ун вырӑнне герой хӑй те, воспитанниксем те хаярлӑхпа тӗл пулаççĕ. Ҫав вӑхӑтрах повесть оптимизм çуратать: Ильяс хӑйӗн тӗслӗхӗпе тӗрӗс тӗллевсем лартсан нумайӑшне тума пултарнине ҫирӗплетсе парать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Хушăлкари ял библиотекин социаллă страницинчен.