"Улыбка" ача сачĕн воспитателӗ Наталья Николаевна Михайлова пӗчӗккисене кашни кунах хăй черин пĕр пайне парать. Наталья Николаевна 33 ҫул ачасемпе ӗҫлет, пуян опыт, нумай пӗлӳ тата педагогика ӑсталӑхӗ пухнӑ. Унӑн 20 ача, вӗсем тепӗр ҫул пӗрремӗш класа кайӗҫ. Ку вӑл Наталья Николаевнӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ мар, анчах каллех уйрӑм пӑлхану, яваплӑх, савӑнӑҫ тата тунсӑх пӗр вӑхӑтрах. 20 пӗчӗк ача — хаваслӑ, чарӑна пӗлми, пурне те пӗлесшӗн ҫунакан, тӗрлӗ характерлӑ, хӑнӑхуллă.
Амӑшӗ шкулта вӗрентнӗ чухнех пĕчĕк Наташăн ачасемпе ӗҫлеме ӗмӗт çуралнă. 10 класс пӗтерсен Наталья педкурссем пĕтернĕ. Кӗҫех педагогика колледжне кӗнĕ, унта тӑватӑ ҫул вӗреннӗ. 33 ҫулхи ӗҫ ҫулӗ "Дюймовочка" ача садӗнче пуҫланнӑ, икӗ ҫултан Наталья паянхи кунчченех ӗҫлекен "Улыбка" ача садне куҫнӑ.
Ӑшӑ кӑмӑлпа, яланах ӑшшӑн кулса воспитанниксене кĕтсе илет, чунтан юратать, вӗсем вара ӑна тав туса хуравлаҫҫӗ: ача садне кӑмӑл туртӑмпа килеҫҫӗ, занятисенче вара хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ, культура, спорт тата вӑйӑ-кулӑ мероприятийӗсене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Воспитательница ачасене воспитани парас енӗпе нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук, тет, вӑл хӑйӗн ӗҫӗ ҫине юратса тата уйрăм тирпейлĕхпе ҫеҫ пӑхать.
— Ӗлӗк ача сачӗ пулман, анне вара мана хӑйпе пӗрле шкула илсе каятчӗ. Ҫавӑнтанпа преподаватель пуласшӑнччӗ. Ачасемпе ӗҫлеме мана килӗшет, вӗсемпе эпӗ каллех ачалӑха таврӑнатӑп, вӗсен энергийӗпе вăй пухатăп. Профессие улăштарасси ҫинчен нихӑҫан та шухӑшламан. Эпир пӗр ушкӑна илетпӗр те асли патне илсе ҫитеретпӗр, кӑҫал ман ачасене 5-6 ҫул ӗнтӗ. Ача сачӗ — манӑн иккӗмӗш ҫурт. 33 ҫул хушшинче кашни кӗтесе пӗлетӗн, коллектива хӑнӑхатӑн. Вăрах вӑхӑт ача садĕнче пулмасан воспитанниксемшӗн тунсӑхлама тытӑнатӑп. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ яланах пулӑшса тӑрать, мӗн ыйтнине те пурнӑҫлать. Ҫулла ашшĕ-амăшĕсем спорт площадки турӗҫ, хӗлле юртан территорие тасатма пулӑшаҫҫӗ, пур конкурса та хутшӑнаҫҫӗ, — каласа парать воспитатель.
"Любознайка" ушкӑнӑн илемлӗ те хӑтлӑ кабинетӗнче ача-пӑча кулли нихӑҫан та чарӑнмасть, ачасем хаваспах кунта юратнă воспитатель патне чупаҫҫӗ. Çырма, шутлама, математикӑна, рисование вӗренни — ку вӑл пулас пĕрремĕш класра вӗренекенсене кирлĕ япала. Тӗлӗнмелле, ҫирӗм шавлӑ, хастар ачасене мĕнле йӗркелеме, интереслентерме, лăплантарма пулать? Вӗреннӗ специалистӑн дисциплинӑпа ҫыхӑннӑ проблемӑсем çук, ачасем ăна ҫур сӑмахранах ӑнланаҫҫӗ.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.