Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Сентябрӗн 2021, 13:39

Юратнă учителе тав тăватăп

Валентина Васильевна Кузьмина маншăн тĕслĕх пулса тăрать.  

Юратнă учителе тав тăватăп
Юратнă учителе тав тăватăп

Валентина Васильевна Кузьмина маншăн тĕслĕх пулса тăрать.

Инҫетри 1978 ҫул. Эпӗ Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкула 5 класа вӗренме куҫрӑм. Халӗ те акӑлчан чӗлхин пӗрремӗш урокне манма пултараймастӑп. Пурнӑҫӑмра татса паракан самантсенчен пӗри пулса тӑнине манма юрать-и вара? Ҫак манăн шăпана татса панă урокра Валентина Васильевна Кузьмина, акӑлчан чӗлхи учителӗ, пире, вӗренекенсене, ҫулҫӳреве, "Акӑлчан чӗлхи" ҫӗршыва чӗнчӗ.

Валентина Васильевна хӑйӗн профессине, хӑйӗн предметне ҫав тери юратнӑ пирки «ку юратупа чирлесе ӳкессинчен» эпĕ те пăрăнаймарăм. 5-мӗш класра чухнех акӑлчан чӗлхи вӗрентекенĕ пулма ҫирӗп шут тытрӑм. Манӑн учительница пек пулас килетчӗ. Валентина Васильевна хитре, ырӑ, ӑслӑ, элегантлӑ, акӑлчанла питӗ хитре калаҫатчӗ, хӑй те акӑлчан хӗрӗ пекчӗ. Кашни урока вӑл ҫӗнӗлле ирттеретчӗ, пире нихăҫан та кичем пулмарӗ.

Акӑ 33 ҫул ӗнтӗ акӑлчан чӗлхи вӗрентекенĕ пулса ӗҫлетӗп. Манӑн ӗҫ кӑмӑла каять тата эпӗ урӑх ӗҫ ҫинчен пĕрре те шухӑшламастӑп. Валентина Васильевнӑна тав тӑватӑп эпӗ, вӑл маншӑн чи лайӑх идеал пулса тӑчӗ.

Валентина Васильевна хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ канура. Вӑл пӗртте улшӑнман. Июль уйӑхӗнче вӑл чаплӑ юбилей — 75 ҫул тултарнине уявларӗ. Ӑна ҫирӗп сывлӑх, малашлӑх, ырлӑх сунатӑп тата кашни кун телейлӗ пултӑр тетӗп.

Файруза ЯРМИЕВА,

Кăрканти вăтам шкулти акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Валентина Кузьминан архивĕнчен.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Юратнă учителе тав тăватăп
Юратнă учителе тав тăватăп
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: