Çутă çул
+24 °С
Дождь
Вĕрентÿ
30 Сентября 2021, 16:51

Федан Гафаров "Раҫҫейри ҫулталӑк учителӗ-2021" конкурсра Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ

Педагог миссийӗ - кашни вӗренекене ӑнланма, юратма вӗрентет шутлать Уфари 95 -мĕш вӗренӳ центрӗн биологи учителӗ Федан Гафаров.

Федан Гафаров "Раҫҫейри ҫулталӑк учителӗ-2021" конкурсра Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕФедан Гафаров "Раҫҫейри ҫулталӑк учителӗ-2021" конкурсра Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ
Федан Гафаров "Раҫҫейри ҫулталӑк учителӗ-2021" конкурсра Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ

Педагог миссийӗ - кашни вӗренекене ӑнланма, юратма вӗрентет шутлать Уфари 95 -мĕш вӗренӳ центрӗн биологи учителӗ Федан Гафаров. Вӑл пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫейри ҫулталӑк учителӗ – 2021" педагогика ӑсталӑх конкурсӗнче Пушкӑртстан представителĕ пулнă.
Федан Гафаров финала лекмен пулин те, кӑмӑллӑ юлнӑ, мӗншӗн тесен ҫавнашкал сумлӑ конкурса хутшӑнни - пӗтӗм ҫӗршыв педагогика пӗрлӗхӗшӗн професси дискуссийӗсене улӑштармалли тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелли лайăх май . Шӑпах ҫакӑнта ҫамрӑк педагог тӗп пахалӑхне курать.
Федан Гафаровӑн биологи учителӗн педагогика стажӗ 10 ҫул ӗнтӗ. Вӑл М.Акмулла ячӗллӗ Пушкӑрт патшалӑх педагогика университечӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Федан Гафаров конкурсра чи кӑткӑс тапхӑр шӑпах урок илсе пырасси пулса тӑни ҫинчен каласа пачӗ. "Мӗншӗн тесен ӑна 10 минут маларах паллашнӑ вӗренекенсемпе ирттертĕм, - ӑнлантарчӗ конкурсант. - Ӗҫ-хӗле йӗркелемелли чи лайӑх мелсене 35 минут хушшинче урокра кӑтартасси та ачасене темӑна яваплӑн ăнлантарасси - питĕ яваплă".
"Башинформ" информацийĕпе.

Федан Гафаров "Раҫҫейри ҫулталӑк учителӗ-2021" конкурсра Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ
Федан Гафаров "Раҫҫейри ҫулталӑк учителӗ-2021" конкурсра Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас