Кашни шкул ачин пурнӑҫӗнчи чи кӗтекен кун — хӑй тытӑмлӑх кунӗ. Çак кун учительсем хӑйсен полномочийӗсене 10—11 классенче вӗренекенсене параççĕ.
Ноябрӗн 27-мӗшӗнче кӗрхи каникул умӗн шкулта ҫак кун иртнӗ. Дублер-учительсем ку мероприятие яваплӑн хатĕрленчĕç. Кашни вӗренекен учитель ĕçĕ мӗнле вырӑн йышӑннине туйса илнĕ те ку питӗ йывӑр та яваплӑ ӗҫ пулнине ӑнланнӑ.
Ҫапах та дублерсем уроксене тивӗҫлӗ ирттернĕ те вӗренекенсемпе пӗр чӗлхе тупнă
Кун итогӗсене педагогсен канашӗнче ӑшӑ та ырӑ кӑмӑллӑ атмосферӑра сӳтсе явнă, унта кашни хӑй шухӑшне каласа панă.
— Хаваслă та интереслĕ пулчĕ, — теççĕ ачасем хăйсем.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.