Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
9 Декабрӗн 2021, 21:07

2021 çул Пушкăртстанăн ҫамрӑк ученăйсем пӗтӗмӗшле калӑпӑшпа 15 млн тенкӗлĕх грантсем илнӗ

Конкурс суйлавӗн ҫӗнтерӳҫисем Еврази НОЦĕн 20 ҫамрӑк ученӑйсемпе аспиранчӗсем пулнă.

2021 çул Пушкăртстанăн ҫамрӑк ученăйсем пӗтӗмӗшле калӑпӑшпа 15 млн тенкӗлĕх    грантсем илнӗ
2021 çул Пушкăртстанăн ҫамрӑк ученăйсем пӗтӗмӗшле калӑпӑшпа 15 млн тенкӗлĕх грантсем илнӗ

Пушкăртстанăн Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата Республика гранчӗсен совечĕ конкурс суйлавĕн пӗтӗмлетӗвӗсене пăхса тухнă тӑрӑх регионти ҫамрӑк ученăйсене патшалӑх пулӑшӑвӗ пама грантсем уйăрнă.
Ҫак тӗллевсем валли уйӑрнӑ грантсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 15 млн тенкӗ шутланать. Заявкӑсен чи пысӑк хисепне "Цифра тата "симӗс" хими, энергетика" çул-йĕрсемпе панӑ. Конкурс суйлавне хутшӑнма пурӗ 35 ҫула çитмен 73 ҫамрӑк ученӑй заявка панӑ.
Конкурс суйлавӗн ҫӗнтерӳҫисем Еврази НОЦĕн 20 ҫамрӑк ученӑйсемпе аспиранчӗсем пулнă. Чи нумай ҫӗнтерӳҫӗсем Уфари РАН тӗпчев центрӗнче, иккӗмӗш вырӑна Пушкӑрт патшалӑх университечӗ йышӑннă. Уфари нефть тата авиаци университечӗсем виҫҫӗмӗш пулнă. Ҫавӑн пекех грант хуçи Пушкӑрт патшалӑх медицина университечӗн наука кандидачӗ пулса тӑнӑ.
Конкурс суйлавӗн результачӗсене Пушкӑртстанри Вӗренӳ тата наукӑсен министерствин сайтӗнче курма пулать.
"МГ" информацийĕпе.

2021 çул Пушкăртстанăн ҫамрӑк ученăйсем пӗтӗмӗшле калӑпӑшпа 15 млн тенкӗлĕх    грантсем илнӗ
2021 çул Пушкăртстанăн ҫамрӑк ученăйсем пӗтӗмӗшле калӑпӑшпа 15 млн тенкӗлĕх грантсем илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: