Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
10 Декабрӗн 2021, 20:31

Мӗн вӑл ырӑ кӑмӑл?"

Заняти вӗҫӗнче "Мӗн вӑл ырӑ кӑмӑл?" темăпа ачасем хăйсен шухăшĕсене каласа кăтартнă.

Мӗн вӑл ырӑ кӑмӑл?"
Мӗн вӑл ырӑ кӑмӑл?"

Декабрӗн 9-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 7 "а" класра "ҫак тӗнчере пуринчен те кирлӗреххи тата хакли ырă кăмăл" ырӑлӑх урокӗ иртнӗ.
Ачасемпе этемлӗх лайӑх енӗсем ҫинчен - ырӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни тата вӗсем этемлӗхре тытӑмра пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен - калаҫу ирттернӗ. Урок вӑхӑтӗнче вӗренекенсем мӗнле ҫынна ырӑ ят парасси ҫинчен, ӑна мӗнле ӗҫсем илем кӳни ҫинчен шухӑшланӑ. Ачасем утӑм хыҫҫӑн утӑм ырлӑх законӗсене пӗлсе пынă: ыттисене пулӑш, ҫынсемпе ҫепӗҫҫӗн калаҫма пӗл, ҫӗр ҫинчи мĕнпур чӗрӗ чунсене сиен ан ту. Ҫывӑх ҫынсемпе тата таврари ҫынсемпе ырӑ ӗҫсем туни çинчен аса илнĕ. Ырӑ кӑмӑллӑ пулни ҫинчен калакан ваттисен сӑмахĕсене аса илнĕ, "ырӑ кӑмӑллӑ" сӑмахпа ҫепӗҫҫӗн калаҫмалли формӑсене астунă, ҫавӑн пекех ырӑ сӑмахсем пирӗн калаҫура питӗ кирлине асӑрханă.
Заняти вӗҫӗнче "Мӗн вӑл ырӑ кӑмӑл?" темăпа ачасем хăйсен шухăшĕсене каласа кăтартнă.
Ҫынсене ӑшӑ туйӑмсем, лайӑх кӑмӑл, пӗр-пӗрне пулӑшни кирлӗ! Ырӑ вӑл - хамӑр пурнӑҫа тултарма тӑрӑшни, мӗншӗн тесен пурнӑҫра ырлӑх пур чухне пире чылай ҫӑмӑлтарах та хаваслӑрах пулать! Ырӑ сӑмахсенчен пурнӑҫ ӑшӑ та ҫутӑ сӑрсемпе чечекленет.
Ырӑ туни - питӗ лайӑх!
Наталья Алексеева,
класс ертӳҫи.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2 -мĕш вăтам шкулăн социалла сетьри страницинчен.

Мӗн вӑл ырӑ кӑмӑл?"
Мӗн вӑл ырӑ кӑмӑл?"
Мӗн вӑл ырӑ кӑмӑл?"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: