

Кунта хушма пӗлӳ паракан программӑсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.
"Хальхи шкула — хальхи условисем!" девизпа вӑтам шкулта "Талантики" технологи кабинечӗн ҫӗнӗ кабинетне савӑнӑҫлӑн уҫрĕç. Ҫакӑ шкулти ашшĕ-амăшĕн комитечӗ пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе техника тата ятарлӑ оборудование туяннӑ хыҫҫӑн пулма пултарнӑ.
— Шкул — пирӗн иккӗмӗш ҫурт, 565 ытла ачана хӑйӗн историйӗпе, йӑли-йӗркипе тата тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн пӗр пысӑк ҫемьене пӗрлештернӗ ҫурт, — мероприятие уҫнӑ май каларӗ шкул директорӗ Сергей Федотов. — 2021 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн шкулта Александр Геннадьевич Васильев ертсе пынипе "Хаваслӑ йӗлтӗр йĕрĕ" спорт ҫул-йӗрӗн ҫӗнӗ пултарулӑх пӗрлешӗвӗ ӗҫлет. Халӗ вара, кирлӗ ӗҫ хатӗрӗсене, инструментсене, оборудованисене алла илнӗ хыҫҫӑн, Тамара Демьяновна Гончарова ертсе пынипе "Талантика" илемлӗ ҫул-йӗрӗн пултарулӑх пӗрлешӗвӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.
Вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ильдар Гибатов шкулӑн малта пыракан позицийӗсене "веҫех ҫӗннине вӗҫнӗ чухне тытса илме пултарнине" палӑртрӗ, ҫывăх вӑхӑтра цифра вӗренӳ хутлӑхӗн программине пурнӑҫланӑ шайра вӗренӳ учрежденине компьютер класӗ уйӑрма сӑмах пачӗ.
— Сирӗн хушӑрта, хаваслӑ та пултаруллӑ çынсемпе пĕрле пулма питӗ хавас. Ку шкулта чаплӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен вӗренекенӗсем конкурссемпе ӑмӑртусенче, олимпиадӑсенче тата тӗрӗслевсенче шкула мухтава кӑлараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫӗнӗ кабинетсене кӗрсен ҫак чаплӑ йӑласене сыхласа хӑвармалла тата ӳстермелле, — терӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Александрович Данилов.
Унтан ертсе пыракансем хӑнасене хушма пӗлӳ паракан "Талантики" пӗрлешӗве йыхравларӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.