Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Вĕрентÿ
14 Декабрӗн 2021, 15:39

Радий Хабиров Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкулта стоматологи кабинечӗ тума хушнă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Пишпӳлекри 320 вырӑнлăх 3-мĕш шкулӑн ҫӗнӗ корпусӗнче пулнӑ.

Радий Хабиров Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкулта стоматологи кабинечӗ тума хушнă
Радий Хабиров Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкулта стоматологи кабинечӗ тума хушнă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Пишпӳлекри 320 вырӑнлăх 3-мĕш шкулӑн ҫӗнӗ корпусӗнче пулнӑ. 2021 ҫулхи декабрь пуҫламӑшӗнче ҫуртра строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем пӗтӗмпех вӗҫленĕ те оборудование вырнаҫтарма тытӑннă.

Паян Пишпӳлек районне ĕçлĕ çулçÿревре Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Пишпӳлек ялӗнчи 3-мĕш шкулӑн ҫӗнӗ корпусӗнче пулнӑ.

Радий Хабиров вӗренӳ класӗсене, технологи кабинечӗсене, информатикӑсене, наци чӗлхисене вӗренме, актовăй тата спорт залӗсене, медицина блокне тата 160 вырӑнлăх столовӑйне пӑхса тухнă. Палӑртса хӑваратпӑр, республика лаборатори техникине, апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсене, вӗренӳ тата хуҫалӑх инвентарьне туянма 19,2 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

Шкул директорӗ Изольда Родичкина каласа панӑ тӑрӑх, вӗренӳ процесӗ валли педагогика составӗ пухӑннӑ та ӗнтӗ. Учреждени 2022 ҫулта — виҫҫӗмӗш вӗренӳ чĕрĕкĕнчен пуҫласа ӗҫлеме пуҫлать. Пӗрремӗш тапхӑрта классене 188 ача пухнӑ, 2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен вара 320 ҫын ҫӳреме пуҫлӗ, ҫакӑ вара Пишпӳлек районӗнчи иккӗмӗш смена проблемине пӗтӗмпех татса парӗ.

Радий Хабиров ҫавӑн пекех Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствине "Взлетай! вӗренӳ проекчӗн шайӗнче ача-пӑча стоматологи кабинетне шкулта йӗркелес енӗпе сӗнӳсем пама хушрӗ».

"Пахалӑхлӑ стоматологи пулӑшӑвӗн ыйтӑвӗ ялта мӗн пӗчӗкренех ҫивӗч тӑрать. Ҫавӑнпа эпир шкулсенче хальхи кабинетсем тӑвас енӗпе комплекслӑ программӑна пурнӑҫлатпӑр. Район хӑй тӗллӗнех ача-пăча стоматологне тупаймасан эпир сире специалист шырама пулӑшатпӑрах", — палӑртнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Олег Яровиков.

Радий Хабиров Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкулта стоматологи кабинечӗ тума хушнă
Радий Хабиров Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкулта стоматологи кабинечӗ тума хушнă
Радий Хабиров Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкулта стоматологи кабинечӗ тума хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: