Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Елизавета Нестерова практика иртнĕ.
Ноябрĕн 5-мĕшĕнчен пуҫласа декабрĕн 16-мĕшĕччен Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Самарăри Патшалӑх социаллӑ педагогика университечӗн географи факультетӗнчи 5 курс студентки Елизавета Дмитриевна Нестерова производство (педагогика) практики иртнӗ. Практика вӑхӑтӗнче студент-практикант географипе сакăр урок, ҫавӑн пекех класс тулашĕнчи мероприяти хатӗрленӗ тата ирттернӗ.
— Ӗҫ вӑхӑтӗнче вӑл хӑйне тӳрӗ кӑмӑллӑ, ăста вӗрентекен пек кӑтартрӗ. Шкулти практика ертӳҫи пулнӑ май, эпӗ унӑн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлтӑм, — тет Оксана Геннадьевна Сидорова.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.