2021 ҫулта XIX Пĕтĕм Раҫҫейри "Чи лайӑх ҫыру урокӗ" конкурса тӗрлӗ номинацисемпе ирттернӗ, вӗсен шайӗнче вӗренекенсен ҫыру формипе сочинени ҫырмалла, учительсем вара — жюри умне ҫыру ҫырма вĕрентекен шкулти урока хатӗрлемелли методика хатӗрӗсене тӑратмалла.
Конкурса 19 ҫул хушшинче пӗтӗм ҫӗршывӗпе икӗ миллион ытла ҫын хутшӑннӑ. "Чи лайӑх ҫыру урокӗ" конкурсĕн утмӑл ҫӗнтерӳҫӗпе лауреатсен хушшинче Пушкӑртстанран тӑхӑр ҫын. Вӗсен йышне Пишпӳлек районӗнчи Хушăлкари вӑтам шкулти 7 класра вӗренекен Александр Семенов "Пур çакнашкал професси - Тӑван çӗршыва хӳтӗлесси" номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак номинацие Раҫҫей Федерацийӗн оборона Министерстви тата Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен "Юнармия" ҫарпа патриот обществин юхӑмӗпе пӗрле йĕркеленӗ. Вӗренекене вырӑс чӗлхипе литература учителӗ Елена Германовна Семенова хатӗрленӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.