Çутă çул
+13 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
14 Кӑрлач 2022, 20:13

Право турнирĕ иртнĕ

Ăна Раҫҫей Федерацин прокуратурине йĕркеленĕренпе 300 ҫул ҫитнине уявлама халалланӑ.

Право турнирĕ иртнĕ
Право турнирĕ иртнĕ

Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта "Манӑн право тата тивӗҫсем" районти право турнирӗ Пишпÿлекри 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче иртнĕ. Ăна Раҫҫей Федерацин прокуратурине йĕркеленĕренпе 300 ҫул ҫитнине уявлама халалланӑ.
Турнира Пишпӳлек район прокурорӗн заместителӗ Павел Цынаев хутшăннă, вӑл хӑйӗн професси ҫинчен каласа панӑ, ачасене хӑйсен малашнехи ҫулне тӗрӗс суйласа илме суннӑ.
Вӗренекенсемпе учительсем умӗнче вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ильдар Гибатов тата Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Урал Гатауллин хавхалантаракан сăмах тухса каланă.
"Убойная сила" тата "Знатоки" командӑсем викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ, право лару-тӑрӑвӗсене татса панӑ, прокуратура историйӗ ҫинчен нумай интереслӗ хыпар пӗлнӗ. Икӗ команда та право енӗпе лайӑх пӗлӳ кăтартнă. Командăсене компетентлă жюри хакланă. Жюри йышне районти вĕренÿ пайĕн методисчĕсем Г.Д.Файрушина тата Ф. М. Валиева кĕнĕ. Вӗсен ӗҫ питӗ яваплӑ – чи лайӑххисене суйласа илмелле пулнӑ. Командăсен чи лайӑх выляканĕсене Анжела Валеевапа Мадина Гайнуллинана грамотӑсемпе наградӑланӑ.
Турнирта "Убойная сила" команда ҫӗнтернӗ. Унта хутшӑнакансене пурне те пылак парне панă. Вӑйӑ питӗ кӑсӑклӑ та пӗлӳллӗ иртнĕ .
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Право турнирĕ иртнĕ
Право турнирĕ иртнĕ
Право турнирĕ иртнĕ
Право турнирĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: