Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Кӑрлач 2022, 21:07

Пушкӑртстанри пур шкула та IT-стандарта илсе çитерĕç

Пушкӑртстанра шкулсенче ИТ-инфратытӑма аталантарӗҫ, вӗсене "Цифра шкулӗ" пӗр стандарта илсе çитерӗҫ.

Кун ҫинчен патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Геннадий Разумикин январӗн 17-мӗшӗнче оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ.
2022-2023 ҫулсенче федераци субсидийӗпе регион софинансированийӗн шайӗнче ҫак тӗллевсем валли 1 миллиард 410 млн тенкӗ уйӑрӗҫ.
Сӑмахран, 2022 ҫулта шкулсене стандартпа килĕшсе тăнине тĕрĕслекен, шкулӑн типовой паспорчӗсене йӗркелекен проектпа стандарт ĕçĕсем ирттереççĕ, 2023 ҫулта оборудованине илсе килме, ункайласа лартма тата хута ямалли ӗҫӗсем тума палӑртнӑ.
Проекта Пушкӑртстан Республикинчи Вӗренӳпе наукӑсен министерствипе Цифра министерстви пӗрле пурнӑҫлĕç.
Ҫавна пула Пушкăртстанри пур шкулсенче те цифра вӗренӳ хутлӑхӗ йӗркеленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри пур шкула та IT-стандарта илсе çитерĕç
Пушкӑртстанри пур шкула та IT-стандарта илсе çитерĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: