Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
19 Кӑрлач 2022, 22:06

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта республикӑри "Блокада ҫӑкӑрĕ" акци иртнӗ

Вӗренекенсене Ленинград блокадине аса илме тата тĕрĕс хаклама вĕрентесси.

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта  республикӑри "Блокада ҫӑкӑрĕ" акци иртнӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта республикӑри "Блокада ҫӑкӑрĕ" акци иртнӗ

ПР вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин "РФ гражданĕсен патриот воспитанийĕ" проектне пурнӑҫлас тӗллевпе "Вӗренӳ" нацпроекчӗн шайӗнче, январĕн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен республика акцийӗ - "Блокада ҫӑкӑрĕ" иртет.
Призывчченхи ÿсĕмри ҫамрӑксене гражданпа патриот воспитанийĕ парас ӗҫ акцин тӗп тӗллевӗ шутланать.
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта асӑннӑ акцие хутшăннă. Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче шкулти социаллӑ педагог А.И. Иванов 6 "а" тата 6 "б" классенче калаҫу ирттернӗ. Чи малтан блокадăри Ленинград ҫыннисем каласа панисене тӗпе хурса хатӗрленӗ вӗренӳ видеороликне туса хатӗрленӗ. Видеоролика пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн рефлекси, унӑн тӗллевӗ – вӗренекенсене Ленинград блокадине аса илме тата тĕрĕс хаклама вĕрентесси.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта  республикӑри "Блокада ҫӑкӑрĕ" акци иртнӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта  республикӑри "Блокада ҫӑкӑрĕ" акци иртнӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта республикӑри "Блокада ҫӑкӑрĕ" акци иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: