2022 ҫулхи январĕн 22-мӗшӗнче Аркадий Петрович Гайдар, кӗске, анчах яр-уҫҫӑн пурӑннӑскер, совет ачисен юратнӑ ҫыравҫи, Раҫҫей историйӗн ҫӑмӑл мар тапхӑрӗн ҫулĕсем çинчен çыракан ҫын ҫуралнăранпа 118 ҫул пулать (1904-1941). Январĕн 21-мӗшӗнче районти ача-пӑча библиотеки "Паян Гайдар çинчен вулатпӑр", Калуга хулинчи А.П. Гайдар ячӗллӗ хулари тӗп ача-пӑча библиотеки йӗркеленӗ акцине хутшăннă. Библиотекарьсем акци шайӗнче ачасене Аркадий Гайдарăн пурнăçĕпе, творчествипе паллаштаракан литература сехечӗ ирттернĕ, писателӗн литература псевдонимӗ мӗнле пулса кайнине тата вӑл мӗне пĕлтернине, вăл ачасем валли мĕнле повеҫсем, калавсем ҫырнине каласа панă. А. Гайдарăн "Чук и Гек" калавне вуласа панă, ăна сӳтсе явнă. Гайдар кӗнекисем пире кирек мӗнле лару-тӑрура та хӑмăра тивӗҫлӗ тытма вӗрентеҫҫӗ: туслӑха, ырӑ кӑмӑллӑха, шанчӑклӑха тата "тӳрӗ пурӑнма, нумай ӗҫлеме, ҫак пысӑк ҫӗре хытӑ юратма тата упрама".
#читаемГайдарасегодня2022
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.