Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
21 Кӑрлач 2022, 20:29

Вӗрентекенсен финанс хутлӑхӗпе дистанци семинарӗ иртнĕ

Пӗтӗмӗшле илсен, семинар тухăçлӑ иртнӗ, вĕрентекенсем финанс хутлăхепе информаци илнĕ, ӗҫ опычӗпе ылмашăннă.

Вӗрентекенсен финанс хутлӑхӗпе  дистанци семинарӗ иртнĕ
Вӗрентекенсен финанс хутлӑхӗпе дистанци семинарӗ иртнĕ

Пишпÿлек районĕн вӗренӳ пайӗн планӗпе килӗшӳллӗн 2022 çулхи январĕн 20-мӗшӗнче шкулта вĕрентекенсем валли "Шкулта финанс хутлӑхне вӗрентмелли çивӗч ыйтусем" темӑпа дистанци семинарӗ йӗркеленӗ.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ Е.В.Адеева «Финансовая грамотность как компонент функциональной грамотности» темӑпа сăмах каланă. Екатерина Викторовна вĕрентекенсене валли хӑй тухса каланин темипе презентаци хатӗрленӗ. Усак Кичу шкулӗнче вӗрентекен С.Н. Юлкина хăйĕн шкулĕнче вĕренекенсене финанс хутлӑхӗпе уроксем мӗнле ирттерни ҫинчен каласа панă.
Г.Д. Файрушина методист шкулсем финанс хутлăхĕпе онлайн лекцисене хутшӑннин рейтингӗпе паллаштарнă. Итлекенсен лидерӗсем Пишпÿлекри 2-мĕш, Усак Кичури тата Сухоречкăри вăтам шкулсем пулса тӑнă. Январĕн 20-мӗшӗнчен пуҫласа онлайн финанс хутлăхĕн урокĕсен ҫурхи сессийӗ пуҫланнă. Гульназ Дамировна шкулсене финанс хутлăхĕн онлайн урокӗсен ҫурхи сессине хастар хутшӑнма чӗннĕ.
Пӗтӗмӗшле илсен, семинар тухăçлӑ иртнӗ, вĕрентекенсем финанс хутлăхепе информаци илнĕ, ӗҫ опычӗпе ылмашăннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районĕн вĕренÿ пайĕн социаллă сетьри страницинчен.

Вӗрентекенсен финанс хутлӑхӗпе  дистанци семинарӗ иртнĕ
Вӗрентекенсен финанс хутлӑхӗпе  дистанци семинарӗ иртнĕ
Вӗрентекенсен финанс хутлӑхӗпе  дистанци семинарӗ иртнĕ
Вӗрентекенсен финанс хутлӑхӗпе дистанци семинарӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: