Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Нарӑсӑн 2022, 21:00

"Сталинград: 200 кун хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх" хӑюлӑх урокĕ иртнĕ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта хӑюлӑх урокĕ иртнĕ.

"Сталинград: 200 кун хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх" хӑюлӑх урокĕ иртнĕ
"Сталинград: 200 кун хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх" хӑюлӑх урокĕ иртнĕ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта хӑюлӑх урокĕ иртнĕ
Календарьте ҫӗршывӑн паттӑрлăх летописьне ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ событисем пур. Вӗсенчен пӗри -Сталинградри ҫапӑҫу. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 5Б класра вӗренекенсем "Сталинград: 200 кун хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх" хӑюлӑх урокĕнче пулнă.
Ачасем "Сталинградри ҫапӑҫу" фильм пӑхнă. Т.В.Хасанова педагог-библиотекарь ачасене Сталинградшăн юн юхтарнӑ ҫапӑҫу ҫинчен, хулана хӳтӗлекен паттӑрсем ҫинчен, совет салтакӗсен паттӑрлӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗ ҫинчен, вӗсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса ҫав хӑрушӑ ҫапӑҫура ҫӗнтерни, çав вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче татăклă самант пулса тӑни çинчен каласа панă. Паттӑр хула ҫинчен ҫырнӑ произведенисене ачасем библиографи тишкĕревĕ тунӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

"Сталинград: 200 кун хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх" хӑюлӑх урокĕ иртнĕ
"Сталинград: 200 кун хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх" хӑюлӑх урокĕ иртнĕ
"Сталинград: 200 кун хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх" хӑюлӑх урокĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: