Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
11 Нарӑсӑн 2022, 21:17

Пушкӑртстанри 375 шкул ачи вӗренӳ пахалӑхне тĕрĕслекен пӗтӗм тӗнчери тӗпчеве хутшӑнӗҫ

Пушкăртстанри тӑхӑр шкул Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ ҫитӗнӗвӗсене хаклас енӗпе программӑна хутшӑнать (РISA).

Пушкӑртстанри 375 шкул ачи  вӗренӳ пахалӑхне тĕрĕслекен пӗтӗм тӗнчери тӗпчеве хутшӑнӗҫ
Пушкӑртстанри 375 шкул ачи вӗренӳ пахалӑхне тĕрĕслекен пӗтӗм тӗнчери тӗпчеве хутшӑнӗҫ

Пушкăртстанри тӑхӑр шкул Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ ҫитӗнӗвӗсене хаклас енӗпе программӑна хутшӑнать (РISA). Апрелӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 20-мӗшӗччен иртекен тӗпчев ӗҫне 375 шкул ачи хутшăнĕ.
Республикӑри Вӗренӳ тата наукӑсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта тӗпчев ӗҫӗнче математика хутлӑхӗпе усӑ курни çине акцент тăвĕç тата вӗренекенсен креативлӑ шухӑшне пӗрремӗш хут тишкерӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасен чӑн ӑслӑлӑх, вулав тата финанс хутлӑхне тӗрӗслĕç.
Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерес тата педагогика практикисене аталантарас енӗпе пурнӑҫри ҫитӗнӳсемпе ҫивӗч ыйтусене тӗплӗн тишкерсе тухмалли хӑйне евӗрлӗ отчет пулӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри 375 шкул ачи  вӗренӳ пахалӑхне тĕрĕслекен пӗтӗм тӗнчери тӗпчеве хутшӑнӗҫ
Пушкӑртстанри 375 шкул ачи вӗренӳ пахалӑхне тĕрĕслекен пӗтӗм тӗнчери тӗпчеве хутшӑнӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: