Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
18 Нарӑсӑн 2022, 21:57

Ачасем проект тума вĕренеççĕ

Ҫамрӑксен форумне хутшӑнакансене пурне те хутшӑннӑшӑн тав тӑваççĕ.

Ачасем проект тума вĕренеççĕ
Ачасем проект тума вĕренеççĕ

Февралӗн 17-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнче "Ылмашăну вӑхӑчӗ" çамрӑксен вӗренӳ форумӗ иртнĕ
Форумра культура, ҫамрӑксен политики, спорт тата общество организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли пайӗн начальникӗ, вӗренекенсемпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсен учителӗсем, çамрăксен "Вектор" центрĕн ӗҫченӗсем, Пишпÿлек районĕнчи библиотекăсен тата музейсен пĕрлешĕвĕсен директорӗсем хутшӑннă.
Форум "Проектсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫламалли опыт" Е.Г. Ганиевапа Р.Г. Иванован мастер-класĕсенчен пуҫланнă, вӗсем проект проблемине мӗнле тӗрӗс палӑртмаллипе тата проект кӑтартӑвӗ мӗнле пулассипе паллаштарчĕç.
Экспертлă комисси умӗнче хӳтӗлемелли 6 проект тăратнă. Кашни проект хӑйӗн сайра тӗл пулакан пахалӑхӗпе тата ҫивӗчлӗхӗпе палӑрса тӑнӑ.
Проектсене хӳтӗленин результачӗсем тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнă:
1-мĕш вырӑн районти тĕп библиотека çумĕнчи ҫамрӑксен клубӗн "Эпир - вӑрҫӑ ачисем" проект йышӑннă, 2-мĕш вырӑнта - Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн "Танцпол" проекчӗ, 3-мĕш вырӑнта - Хушăлкари вăтам шкулăн "Декоративлă ӳсентӑрансен питомникне тăвасси" проекчӗ.
Ҫамрӑксен форумне хутшӑнакансене пурне те хутшӑннӑшӑн тав тӑваççĕ.
#МолодежьБижбуляка
#МолодежныйФорум
#ВремяПеремен
#СоциальнаяАктивность
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Ачасем проект тума вĕренеççĕ
Ачасем проект тума вĕренеççĕ
Ачасем проект тума вĕренеççĕ
Ачасем проект тума вĕренеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: