Ҫуркуннепе пирӗн пата мартӑн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен чаплӑ та маттур уявӗ килет. Мартӑн 8-мӗшӗнче ҫуркуннен чи ҫепӗҫ уявӗ. Ҫак уяв пирӗн ҫӗршывра чи юратнисенчен пӗри!
Чаплӑ уяв умӗн Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 7- мӗш класра Пĕтĕм тӗнчери хӗрарӑм кунне халалланӑ класс сехечĕ иртнӗ.
Мартӑн 8-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тесе ят панӑ уявӑн историне Клара Цеткин ячĕпе ҫыхӑнтараççĕ, вӑл 1910 ҫулта Копенгаген хулинче, мартӑн 8-мӗшӗнче, хӗрарӑм пролетариачӗ ҫуралнӑ куна уявлама сӗннӗ. Ҫак клас сехетĕнче вӗренекенсем уяв мĕнле пулса кайнине, мартӑн 8-мӗшне тӗрлӗ ҫӗршывра мĕнле паллӑ тунине пĕлнĕ, Раҫҫейӗн аслӑ хӗрарӑмӗсемпе паллашнă.
Ҫавӑн пекех хӗрачасем валли "Хӗрачасем-хуҫасем" викторина ирттернӗ.
Класс сехечĕ вĕçĕнче хӗрачасене пурне те парнесем валеçнĕ тата арçын ачасем саламласа ӑшӑ сӑмахсем каланă. Мероприяти уяв сăйлавĕпе вӗҫленнӗ.
Наталья АЛЕКСЕЕВА,
класс ертӳҫи.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.