Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
12 Майӑн 2022, 13:50

ППЭ пама çăмăлрах пулать

Экзамен тӑватӑ сехет ытла пырать пулсан, шкул ачисен апатланмалла.

ППЭ пама çăмăлрах пулать
ППЭ пама çăмăлрах пулать

Ведомство сайтӗнче кашни класа уйрӑм кабинет ҫирӗплетесси тата экзаменсем ирттермелли вырӑнсенче метр ҫурӑ дистанци тытасси ҫинчен калакан требованисене пӑрахӑҫлани ҫинчен калакан информацие вырнаҫтарнӑ. Халӗ пӗрерӗн-пӗрерӗн кукӑр-макӑр вырнаҫса ларма кирлӗ мар.

Ӗлӗкхи пекех шкултан вӗренсе тухакансем экзамена пымалли графиксене ҫырмалла, классене уҫӑлтармалла, дезсредствӑсемпе кабинетсене пуҫтармалла, комисси членӗсен маскӑсем тӑхӑнса ҫӳремелле.

Санитари правилисем тӑрӑх, кунне пӗр экзаменран ытла мар, ППЭне суйлав тӑрӑх — тепӗр кунран ирттермелле.

Экзамен тӑватӑ сехет ытла пырать пулсан, шкул ачисен апатланмалла. Экзаменра ӗҫме юрать. Экзамен умӗн кӗтни — ҫур сехетрен ытла мар.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

ППЭ пама çăмăлрах пулать
ППЭ пама çăмăлрах пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: