Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта интеллект, креатив тата хутшӑну уявӗ пулнă.
Вунпӗрмӗш класра вӗренекенсем хӑйсен уйрӑм проекчӗсене шалти экзамен формипе хӳтӗленӗ. Тӗпчев ӗҫ-хӗлне йӗркелес ӗҫе паян инновациллӗ хӑватлӑ вӗренӳ технологийӗ тесе пӑхса тухнӑ. Вӑл социумра воспитани, вӗренӳ тата аталану задачисене комплекслӑ татса памалли май пулса тӑрать. Тӗпчев ӗҫӗ ӗнтӗ хӑй тӗллӗнех аталантаракан хӑватлӑ инструмент пулса тӑрать. Комплексра вара вӗренӳ хӑнӑхӑвӗ, креативлӑ шухӑшлавӗ ҫирӗпленсе ҫитнӗ ытти вӗренӳ факторӗсемпе вӗренекен ҫыннӑн пултарулӑх килӗшӳлӗхне аталантарма пулӑшать. Эпир, ачасем, сире хӑвӑр суйласа илнӗ кирек мӗнле ӗҫре те малашнехи ҫитӗнӳсем, открытисем тума сунатпӑр. Лариса Валиуллина,
"Олимп" НОУ ертӳҫи.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.