Майӑн 18-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 3в класра ( класс ертӳҫи О.В. Сергеева) ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем "Профессисен тӗнчине чӳрече" вӗренӳ программи ирттернӗ. Библиотекарь ачасене профессионал пулма, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗнчи ӗҫне суйласа илме ҫӑмӑлах маррине каласа панă. Унтан ачасем профессисен тӗнчине тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев тунӑ. Вӑйӑ формипе вӗсем хӑйсене тӗрлӗ ӗҫ-хӗлӗн тӗрлӗ тӗсӗпе тӗрӗслесе пӑхнӑ. Учитель, врач е строитель мӗнле пахалӑхсемпе пулмаллипе паллашнă. Ачасем хаваслансах "Тавҫӑрулӑх", "Ребуссем", "Юмахри", "Пантомима" конкурссене хутшӑннă, юмахсен тупсӑмĕсене тупнă, ӗҫ ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илнĕ. Мероприяти вĕçĕнче ачасем ҫитӗнсен хăйсем кам пулас тенине каласа панă. Пурте кирек мӗнле ӗҫе те хисеплеме кирлине, пур профессисем те кирлӗ, пур профессисем те паха тесе килӗшнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районӗнчи ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.