Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Вĕрентÿ
25 Майӑн 2022, 15:09

Ырӑ ҫул пултӑр, вӗренсе тухакансем!

Пăслăкăн талантлӑ, илемлӗ ҫӑлтӑрĕсем  шкулпа сывпуллашнă.

Ырӑ ҫул пултӑр, вӗренсе тухакансем!Ырӑ ҫул пултӑр, вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, вӗренсе тухакансем!

Акӑ ӗнтӗ ҫак пӑлхануллӑ, ҫав вӑхӑтрах салхуллӑ та савӑнӑҫлӑ "Юлашки шăнкăрав" уявĕ ҫитрӗ! Вӗренӳ, туслӑх, ҫитӗнӳсем, пирвайхи курӑмсемпе уçăлусем хыҫала тӑрса юлнӑшӑн хурлӑхлӑ. Мӗншӗн тесен малта -нумай ҫӗнӗ те ҫутӑ туйӑмсем, ӗмӗтсем. Ҫитӗннӗ пурнӑҫа кӗреҫҫӗ 9-мӗшпе 11-мӗш классенчен вӗренсе тухакансем, Пăслăкăн талантлӑ, илемлӗ ҫӑлтӑрĕсем, Пăслăкри культура çуртĕнчи клуб формированийӗсене чи лайӑх хутшӑнакансем сывпуллашаҫҫӗ.
Мероприятисене, фестивальсемпе конкурссене хутшӑнса пысӑк ҫитӗнӳсемпе наградӑсем вĕсем нумай ҫĕнсе илнĕ. Пăслăкри культура çуртĕнче ĕçлекенсем сире тата сирӗн аҫӑр-аннӗре хамӑр ял, район халӑх пултарулӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑваççĕ! Сире пурсӑра та тавтапуҫ, экзаменсенче те, ырӑ ҫул ҫине те ӑнӑҫусем пулчĕр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Ырӑ ҫул пултӑр, вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, вӗренсе тухакансем!
Ырӑ ҫул пултӑр, вӗренсе тухакансем!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас