Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
26 Майӑн 2022, 10:37

Шкул çулĕсене манас çук

Аделина Родионова Çирĕклĕри шкулта вĕреннĕ çулĕсене аса илет.

Шкул çулĕсене манас çук
Шкул çулĕсене манас çук

 

Шкул ҫулӗсем — чи телейлӗ те ним шухӑшсӑр ҫулсем. Хӑш-пӗрисем ун пек шутламаҫҫӗ тата хӑвӑртрах университета кӗресшӗн, ҫитӗннӗ ҫынсем пуласшӑн. Анчах ҫитӗннӗ тӗнче вӑл — лӑпкӑ мар тӗнче пулнине манма юрамасть.

Пирвайхи тӑватӑ ҫул хушши эпӗ Çирĕклĕре вӗрентӗм, атте-анне куҫса кайнине пула Чебаркуль хулинче вӗренсе пĕтертĕм. Пӗрремӗш класа мӗнле кӗнине лайӑх астӑватӑп. Анне мана капӑр курӑнма пуҫтарӑнма пулӑшрӗ. Эпӗ моряк евӗрлӗччĕ. Шурӑ колготкӑпа, шурӑ юбкăпа, бантикпа. Питӗ пӑлхантӑм. Ман асанне мана хӑйӗн садӗнчен чечек ҫыххи пуҫтарма пулӑшрӗ.

Пирӗн класра пурӗ те тӑватӑ вĕренекен кӑна. Анчах пирӗн класс ертÿçипе пире питӗ ăнчӗ. Хамӑн пӗрремӗш тӗпчев ӗҫне эпӗ пуҫламӑш класра хамӑн учительницӑпа ирттертӗм. Эпир хамӑра кирлӗ информацие питӗ вӑрахчен пухрӑмӑр, анчах ку вӑхӑта ниепле те манма ҫук. Эпӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑнтӑм та савӑнтӑм. Хамӑн пӗрремӗш класс ертÿçине пысӑк тав тӑвас тетӗп. Любовь Анатольевна Ильмурзина вӗренекенсемсӗр хӑйӗн пурнӑҫне курман учитель. Вӑл пире хӑйӗн пӗлӗвне парать, пирӗн ӑша хӑйӗн чӗрин пӗр пайне хывать. Ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, тӗрӗслӗхшӗн тата интереслӗ уроксемшӗн ӑна питӗ тав тӑватӑп. Ҫакӑн пек учителе тӗл пулни питӗ пысӑк телей.

Шкул ҫулӗсене чӑнласах хакламалла. Малта экзаменсем, юлашки звонок тата вӗренсе тухмалли шкул. Пурте ЕГЭ парса тӗрлӗ хуласене саланасшӑн. Анчах манӑн пӗр-икӗ кунлӑха та пулин пӗрремӗш класа таврӑнас, хамӑн асран кайми туйӑмсене тепӗр хут туйса илес килет.

Аделина РОДИОНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ:  Аделина Родионован çемье архивĕнчен.

 

Шкул çулĕсене манас çук
Шкул çулĕсене манас çук
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: